Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +13.3 °C
Кушака — кулӑ, шӑшие — вилӗм.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсен ҫыххи: Ял хуҫалӑхӗ

Ял хуҫалӑхӗ
Чӑваш аграри университечӗн архивӗнчи сӑн
Чӑваш аграри университечӗн архивӗнчи сӑн

Кӑҫал кӗркунне Ҫӗрпӳри аграри-технологи тухникумӗ 100 гектар ҫӗр ҫинче хӑмла лартӗ. Тӳрех палӑртса хӑвӑрар: республика кӑҫал хӑмла ӳстерессине аталантарма 130 миллион ытла тенкӗ уйӑрнӑ. Ҫавӑн пекех грантсем, пӗтӗмпе 140 миллион ытла тенкӗ, парӗҫ.

Хӑмла лартмалли лаптӑка сухаланӑ ӗнтӗ. Ҫулла унта шпалерсем вырнаҫтарӗҫ, кӗркунне вара 330 пин хунав лартӗҫ. 80 гектарӗ – Тӑвай округӗнче пулӗ. Патӑрьел тата Ҫӗрпӳ округӗсенче – 10-шар гектар.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/zaxarov21/5119
 

Ял хуҫалӑхӗ
"Контактри" сӑн
"Контактри" сӑн

ЧР Ял хуҫалӑх министерстви аграрисем валли чат-бот хута янӑ. Ҫапла аграри хыпарӗсене телеграмри чат-ботра пӗлме пулать.

Фермерсем @agro21bot урлӑ уй-хирти хыпарсене пӗлтерме, кулленхи ӗҫсем пирки каласа кӑтартма, сӗнӳсемпе, сӑнӳкерчӗксемпе, видеосемпе пайланма пултараҫҫӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-163599942_13859
 

Ял хуҫалӑхӗ
www.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
www.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Чӑваш Енӗн агропромышленноҫӗн малашлӑхлӑ пилӗк бренчӗ «Знай наших» (чӑв. Пирӗннисене пӗл) пӗтӗм Раҫҫейри конкурса хутшӑнать. Конкурс хамӑр ҫӗршыври брендсемпе паллаштарас, вӗсене аталанма пулӑшас тӗллевӗллӗ.

Конкурса «Сильные идеи для нового времени» (чӑв. Ҫӗнӗ саманари вӑйлӑ шухӑшсем) форум ирттернӗ май йӗркелеме йышӑннӑ.

Пирӗн республикӑран конкурса «Пехет» агромаркет, «Чебо» чипс, «Пернатая долина» (Канашри кайӑк-кӗшӗк фабрики), «Чӑваш пылӗ» («Мелилотус») тата «Чӑваш хӑмли» предприятисем заявка панӑ.

 

Ял хуҫалӑхӗ
cap.ru сайтри сӑн
cap.ru сайтри сӑн

Чӑваш Енре «Сӑра вӗретекенсен шкулӗ» ҫӗнӗ кадр проекчӗ ӗҫлеме пуҫлӗ. Сӑра вӗретекенсене Чӑваш патшалӑх аграри университетӗнче икӗ программӑпа вӗрентӗҫ: «Хӑмла ӳстересси» тата Хӑмла ӳстерессинчи инжиниринг». Вӗренӳ кӑҫал авӑн уйӑхӗн 1-мӗшӗнче пуҫланӗ. Предприятисем унта специалистсене тӗллевлӗ вӗрентме пултараҫҫӗ: заявкӑсене ҫӗртме уйӑхӗн 10-мӗшӗччен йышӑнаҫҫӗ.

Ял хуҫалӑх министрӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлакан Ольга Кудрявцева пӗлтернӗ тӑрӑх: 5 ҫулта Чӑваш Енре хӑмла туса илмелли лаптӑка 2 пин гектар таран ҫитересшӗн. Ҫавна май «Агропродвижение» стратеги хатӗрленӗ. Кунсӑр пуҫне «Чӑваш хӑмли» грант пама пуҫласшӑн.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/chuvashiya_capru
 

Ял хуҫалӑхӗ
"Контактри" сӑн
"Контактри" сӑн

Патӑрьел муниципалитет округӗнчи аграрисем ҫӗрулми лартма тухнӑ. Кӑҫал вӗсем, пӗлтӗрхипе танлаштарсан, ку ӗҫе виҫӗ эрне маларах пуҫӑннӑ.

Округри «Хӗрлӗ знамя» ЯХПК ака уйӑхӗн 25-мӗшӗнче, пӗрремӗш кунхине, палӑртнӑ 100 гектартан 10 гектар ҫӗрулми лартнӑ.

Палӑртса хӑварар: Патӑрьел округӗнче пӗтӗмпе 535 гектар «иккӗмӗш ҫӑкӑр» лартма палӑртнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-163599942_13679
 

Ял хуҫалӑхӗ
Чӑваш Енӗн Ял хуҫалӑх министерствин сӑнӳкерчӗкӗ
Чӑваш Енӗн Ял хуҫалӑх министерствин сӑнӳкерчӗкӗ

Шупашкар районӗнчи Ишекре пурӑнакан Марина Ефимова «Агростартап» грант пулӑшнипе теплицӑра ӑнӑҫлӑ ӗҫлет.

Пахча-ҫимӗҫ туса илес ӗмӗтпе ҫунатланнӑ хӗрарӑм 2023 ҫулта 3 млн тенкӗ грант илнӗ. Ҫав укҫапа Маринӑпа унӑн упӑшки Леонтий ҫӗр ҫинче ӗҫлеме кирлӗ техникӑна туяннӑ: прицеппа трактор, погрузчик, плуг, диск машини..

Ӗҫе механизацилесен ӗҫ те ҫӑмӑлланнӑ, тухӑҫ та ӳснӗ.

«Пӗрремӗш ҫулхине эпир 68 тонна пахча-ҫимӗҫ туса илтӗмӗр,

пӗлтӗр – 84 тонна. Кӑҫал тата ытларах пуласса шанатпӑр», – каласа кӑтартнӑ хастар хӗрарӑм.

 

Ял хуҫалӑхӗ
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Ҫитес канмалли кунсенче Шупашкарта, ял хуҫалӑх ярмӑрккисем уҫӑлӗҫ. Вӗсем ака уйӑхӗн 27-мӗшӗччен кашни шӑматкунпа вырсарникун 9-14 сехетсенче ӗҫлӗҫ.

Ярмӑрккӑсем виҫӗ лапамра вырнаҫӗҫ: «Шупашкар» суту-илӳ центрӗ умӗнче, «Николаевски» суту-илӳ комплексӗнче, Эльгер урамӗнчи 11-мӗш «а» ҫурт умӗнчи фермер суту-илӳ речӗсенче.

 

Ял хуҫалӑхӗ
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Утӑ уйӑхӗн 18-19-мӗшӗсенче Чӑваш Енре ӑратлӑ выльӑх-чӗрлӗх аукционӗ тата «Сӗт вӑхӑчӗ» фестиваль иртет. Вӗсене «Чебомилк» агрокомплексра йӗркелӗҫ.

Ӑратлӑ выльӑх аукционӗ кӑҫалхипе иккӗмӗш хут иртӗ. Унта ҫивӗч ыйтусене сӳтсе явӗҫ. Аукциона хутшӑнакансем ӑратлӑ выльӑх туянма кӑна мар, опытпа пайланма та пултараҫҫӗ.

 

Ял хуҫалӑхӗ
cap.ru сайтри сӑн
cap.ru сайтри сӑн

Патӑрьел округӗнчи Сӑкӑт ялӗнче страуссем пурӑнма тытӑннӑ. Вӗсене А.А.Петрухин усрама пуҫланӑ. Экзотика кайӑк-кӗшӗкне Самар облаҫӗнчен илсе килнӗ.

Хальӗхе фермер страуссене мӗн тӗллевпе усранине уҫӑмлатман – вӑрттӑнлӑхра. Паянхи кун хуҫалӑхра 3 страус пур. Ҫитес вӑхӑтра тепре илсе килмелле. Халӗ страуссем Патӑрьел районӗн ветеринари станцийӗнче, вӗсенсен анализсем илеҫҫӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/glava_admbatyr/5450
 

Ял хуҫалӑхӗ
"Контактри" сӑн
"Контактри" сӑн

Паян Шупашкарти «МТВ» суту-илӳ центрӗнче «Ҫӗрулми» курав уҫӑлнӑ. Вӑл кӑҫалхипе 17-мӗш хут иртет. Унта килнӗ ҫынсем пӗр кунра 39,5 тонна вӑрлӑх ҫӗрулми туяннӑ. Кун пек хисеп 17 ҫулта пулманнине пӗлтернӗ.

Вӑрлӑх туянма ыран та кая мар-ха. Курав ыран та ҫав вырӑнтах ӗҫлӗ. Ку кӑна мар-ха. Ака уйӑхӗнче иртекен «Ҫуркунне» ярмӑрккӑсенче те сутӗҫ. Сӑмах май, кун пек ярмӑрккӑ мӗнпур хулапа округра уҫӑлӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-143818234_422424
 

Страницӑсем: 1, 2, 3, 4, 5, [6], 7, 8, 9, 10, 11, 12, 13, 14, 15, 16, ...72
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Эрне питӗ лайӑх иртӗ. Шӑпах халӗ тахҫанах канӑҫсӑрлантарнӑ ыйтусене татса пама пултаратӑр. Ертӳлӗх сире урӑхла хаклама тытӑнӗ, шухӑшне лайӑх енне улӑштарӗ. Ӗҫре сӑмах патӑр тӑк ӑна тытӑр, уйрӑмах — килӗшӳсем тунӑ чухне.

Ҫурла, 25

1906
120
Дмитриев Митрофан Дмитриевич, чӑваш тӑлмачӗ вилнӗ.
1959
67
Альбина Юрату, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуть те кам тухсан та
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хуҫа тарҫи
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуҫа арӑмӗ
хуҫа хӑй
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
кил-йышри арҫын